Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Вӑтам ӗмӗртен сас паракан Шупашкар

Шупашкар хули хӑҫан тата епле пуҫланса кайни ҫинчен "Хыпарта" пӗрре ҫеҫ мар калаҫу хускатрӑмӑр. Паллӑ историксем вӑл 750 ҫул е 770 ҫул каялла пуҫланса кайни пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ, халиччен Шупашкарта ирттернӗ археологи экспедицийӗсен тӗпчевӗсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ку ыйтупа Шупашкарта наука конференцийӗсем те пӗрре ҫеҫ мар иртрӗҫ. Унтанпа мӗн улшӑнчӗ-ха?
Шупашкар хули хӑҫан пуҫланса кайнине официаллӑ майпа, влаҫ органӗсем йышӑну кӑларса, хальлӗхе татса парайман-ха, анчах улшӑнусем пур. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлахӗсен институчӗн археологи пайӗ Шупашкарӑн ҫурҫӗр енче, введени чиркӗвӗ ҫумӗнче, археологи тӗпчевӗ ирттерет. Унсӑр пуҫне Шупашкар хули хӑҫан пуҫланни ҫинчен калакан ҫӗнӗ документсем тупӑннӑ.
Ҫавна май ученӑйсем "Хыпарта" "ҫавра сӗтел" хушшине калаҫӑва пухӑнчӗҫ: истори кандидачӗ, ЧППУ истори кафедрин пуҫлӑхӗ Б.В. Каховский, истори докторӗ, ЧППУ регион историйӗн кафедра пуҫлӑхӗ Г.И. Тафаев, истори докторӗ, ЧПГӐИ директорӗ В.С. Григорьев, ЧПГӐИ археологи пайӗн пуҫлӑхӗ Е.П. Михайлов, ЧПУ строительство факультечӗн доценчӗ А.А. Исаев.


Б.В. Каховский:
Шупашкар хулин историйӗ пирки калакан чи малтанхи ҫӑл куҫсем ҫаксем: 1969-1973 ҫулсенче пысӑк масштаблӑ археологи тӗпчевӗсем пынӑ. СССР Наукӑсен академийӗн археологи институчӗн Шупашкарти археологи экспедицийӗн ӗҫне истори докторӗ В.Ф. Каховский профессор тата Археологи институчӗн ӑслӑлӑх сотрудникӗ Ю.А. Краснов йӗркелесе ертсе пынӑ. Шупашкар аваллӑхне тӗпчеме Чӑваш АССР, Мари АССР тата Чулхула облаҫӗн территорийӗсенче те экспедицисем ирттернӗ. Чи пысӑк ӗҫсене Шупашкар хулинчи 5-мӗш шкул ҫумӗнче тата унччен арҫынсен мӑнастирӗ вырнаҫнӑ ҫӗрте пурнӑҫланӑ. Хӑйсен тӗпчев ӗҫне пӗтӗмлетсе вӗсем Мускаври "Наука" издательствӑра 1978 ҫулта "Вӑтам
ӗмӗрти Шупашкар" кӗнеке пичетлесе кӑларчӗҫ. Мӗншӗн эпӗ "Наука" издательство пирки уйрӑмах палӑртса каласшӑн-ха? Халӗ суя наука ӗҫӗсем пичетлекен нумайланса кайрӗ. Чӑваш халӑхӗн шӑпи чылайӑшне кӑсӑклантарать пулмалла. Хӑшӗ-пӗри тем те ҫырать: чӑвашсем хӗвел тухӑҫ цивилизацине пуҫарса яраканӗсем тесе те ӗнентересшӗн, теприсем эпир анӑҫ цивилизацине витӗм кунӗ тесе ҫыраҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем вара чӑвашсем Африкӑран тухнӑ тесе каласшӑн. Ҫавӑн пек наука тӗлӗшӗнчен суя кӗнекесене вара калама ҫук чаплӑ уявсем туса чыслаҫҫӗ. Вӗсене авторӗсем хӑйсен укҫипе кӑлараҫҫӗ те — чару ҫук. "Наука" издательство вара тӗрӗслемен документсем пичетлемен. "Наука" издательствӑра пичетленесси сумлӑ пулнӑ. Асӑннӑ кӗнекери "Стратеграфи", "Строительство тапхӑрӗ", "Хронологи" пайсенче ҫапла ҫырнӑ: "Аялти сийсенче, ҫав шутра 21-23-мӗшӗсенче те, симӗс, кӑвак тӗслӗ, ҫӑра сахӑр шӗвекӗпе сӑрласа якатнӑ тӑм чӳлмексен катӑкӗсем
тупнӑ. Вӑл чӳлмексене Ылтӑн Урта тапхӑрӗнчи Атӑлҫи хулисенчен е Вӑтам Азирен илсе килсе сутнӑ. Ку япаласем — XIII-XIV ӗмӗрсенчен".
Археологи экспедицийӗ ун чухне пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. 40x20 метр сарлакӑш культура сийне чавнӑ. Пӗр-пӗр пӗчӗк лаптӑкра тупнӑ уйрӑм япаласем ҫеҫ пулман, хулашӑн пӗлтерӗшлӗ пысӑк лаптӑка тӗпченӗ: чавнӑ вырӑнта XIII ӗмӗрти пӑлхар ҫыннин пӗтӗм кил-ҫурчӗ тухнӑ, кӗпер, ҫуртсем, мастерскойсемпе хӳмӗсем, пусӑсем тупнӑ. 1969 ҫултан пуҫласа 1980 ҫулччен пурӗ 1000 тӑваткал метр ҫӗр чавнӑ. Таса Троица мӑнастирӗпе галерея ҫурчӗ хушшинчи культура сийӗ 6 метр тарӑнӑш пулнӑ. Авалхи Щупашкар шӑпах кунта йӗркеленнине ҫирӗплетет ҫакӑ. Самай сумлӑ тата пӗлтерӗшлӗ кӑтарту. Чулхулапа Мускав хулин культура сийӗ — 8-шар метр. Археологи экспедицийӗ Шупашкарӑн пӗтӗм пайнех тӗпчемен уй чухне, анчах чи авалхи пайӗн культура сийне сирсе хулан тӗп йӗрне уҫӑмлӑн палӑртнӑ.
Хусансӑр пуҫне Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Шупашкар пек нумай тӗпченӗ хула урӑх ҫук. В.Ф.Каховский тӗпчев ӗҫӗсене йӑлтах хӑй хутшӑнса тӗрӗслесе пынӑ. Ҫак тӗпчевсем пирки пӗтӗм халӑх пӗлнӗ. Хаҫатсем, радио вӗҫӗмсӗр вӗсен ӗҫне ҫутатсах тӑнӑ, ӗҫсем мӗнле пынипе тӗнчипе паллӑ ученӑй Алексей Петрович Смирнов та кӑсӑкланнӑ, кунта килсе пӑхнӑ, тӗрӗсленӗ. Эпӗ ҫакна тата тепӗр хутчен ҫирӗплетсе каласшӑн: археологи экспедицийӗ хӑйӗн ӗҫне тӗплӗ тунӑ, пысӑккӑн та сумлӑн йӗркеленӗ, унта ят-сум илнӗ, пысӑк опытлӑ, пултаруллӑ ученӑйсем ӗҫленӗ. Вӗсем "Вӑтам ӗмӗрти Шупашкар" кӗнекере хӑйсен ӗҫне пӗтӗмлетсе ҫапла ҫырнӑ: "Шупашкар хули XIII ӗмӗрте йӗркеленине нумай экспонат ҫирӗплетсе парать: маларах асӑннӑ Ылтӑн Урта тапхӑрӗнчи тӑм савӑт-сапа, пӑхӑр тӗкӗр, лаша пуҫсемлӗ, эрешлӗ тура /Ылтӑн Урта вӑхӑтӗнчи пӑлхарсен ҫавӑн йышши япаласем пулнӑ/, пӑлхарсен сарӑ тӗслӗ паха савӑт-сапи, ухӑ йӗппи тата ытти те. Пӗтӗмлетӳре "Ҫак япаласем хулан чи аялти культура сийӗ XIII ӗмӗрте пулнине хирӗҫлемеҫҫӗ", — тенӗ. Диссертаци хӳтӗленӗ хыҫҫӑн 1979-1980 ҫулсенче эпӗ хам та ҫав экспедици ӗҫне хутшӑнтӑм. Ун чухне 13-мӗш сооружение чавса тупрӑмӑр. Вӑл - пӑлхар ҫыннин XIII ӗмӗрте тунӑ /тутар-монголсенчченхи тапхӑрта/ ҫурчӗ. Ҫак археологи экспедицийӗн ӗҫӗсем Шупашкар хули ХIII ӗмӗрте пуҫланса кайнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тата хуласен историне тӗпчекен паллӑ ученӑйсенчен пӗри — Раҫҫей патшалӑх истори музейӗн директорӗн ҫумӗ, истори докторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, вӑтам ӗмӗрсен хули енӗпе ӗҫлекен паллӑ специалист Вадим Леонидович Егоров Шупашкар хули 750 ҫул каялла пуҫланса кайнине ҫирӗплетекен статья пичетлесе кӑларчӗ /"Хыпар", 2005, кӑрлач, 22/ тата Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче иртнӗ конференци ҫак шухӑша тепӗр хут ҫирӗплетсе каларӗ.
Тӗнче шайӗнче иртнӗ конференцире те /Апаш культурине халалланӑ/ ӑна уйрӑм ыйтупа пӑхса тухнӑччӗ. Иккӗмӗш хутӗнче ятарласа пухнӑ конференцире мари ученӑйӗ Юрий Анатольевич Зеленеев та Шупашкар XIII ӗмӗрте пуҫланса кайнине ҫирӗплетрӗ. Чӑнах та, иккӗленекенсем те пулчӗҫ. Вӗсем — музей ӗҫченӗсем. "Ҫӗнӗрен тӗрӗслеме, атьӑр, тепӗр хут пуҫтарӑнатпӑр", — терӗҫ вӗсем. В.Д. Димитриев профессор вӗсене ҫапла каларӗ: "Ку ыйтӑва совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче те хускатнӑ". Тавах Василий Димитриевича, нумай ҫул иртсен вӑл ҫак ыйтӑва ҫӗнӗрен ҫӗклерӗ, хӑйӗн материалӗсемпе пуянлатрӗ, карттӑпа, истори материалӗсемпе ӗнентерчӗ. В.Д. Димитриев — тӗплӗ ученӑй. Фактпа ҫирӗплетмен япалана вӑл нихӑҫан та каламасть. Анчах каллех иккӗленӳллӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ: "Ҫӗнӗрен ҫирӗплетмелле, ҫӗнӗрен тӗрӗслемелле". Каҫарӑр та, тархасшӑн, В.Ф. Каховский ученӑй шайне паян кам ҫӗкленнӗ? Эпӗ — унӑн ывӑлӗ, ҫак сӑмаха калама вӑтанмастӑп. Эпӗ хама ун шайӗнчи ученӑй тесе хакламастӑп. Пысӑк ученӑй ӗҫне, ҫав шутрах Мускав ученӑйӗн ӗҫне те, шанманни мана питӗ тӗлӗнтерет. Вӑл пурнӑҫланӑ ӗҫсене кам халь йӑлтах ҫӗнӗрен тӗрӗслесе тухать? Мӗншӗн шанмаҫҫӗ? Паян чавакансем ҫӳллӗ вырӑнта ӗҫлеҫҫӗ. Унта культура сийӗ хулӑнах мар, ҫынсем те каярах пырса вырнаҫнӑ. Вӗсем ҫуллӗ вырӑнта, сӑртра пурӑнма хӑранӑ, Атӑл тӑрӑх такам та /ушкуйниксем те/ ишсе ҫӳренӗ. Хула, ахӑртнех, кӑнтӑр сӑрт тӑвайккинче вырнаҫнӑ — Кайбулкӑпа Чебоксарка юхан шывсем пӗрлешнӗ вырӑнта. Ку ыйтӑва татса панӑ, ҫирӗплетнӗ. Ман шухӑшпа, ҫӗнӗрен тӗрӗслени пысӑк ученӑйӑн ӗҫне хисеплеменни. Манӑн атте — таса чунпа ӗҫленӗ тӗпчевҫӗ. Ӑна Мускаври академиксем, археологсем, профессорсем те лайӑх пӗлнӗ. Вӑл Б.А. Рыбаковпа /академик, Социализмла ӗҫ Геройӗ, Археологи институчӗн директорӗ/, Раҫҫей наукинчи калама ҫук пысӑк ученӑйсемпе Отто Николаевич Базовпа, Алексей Петрович Смирновпа, Герман Алексеевич Фёдоров-Давыдовпа, Николай Владимирович Трубниковпа ҫыхӑнса ӗҫленӗ. Вӗсем — 1950, 1960 ҫулсенче СССР археологийӗнче пысӑк йӗр хӑварнӑ ученӑйсем. Мӗн пирки паян иккӗленеҫҫӗ? Укҫа тупни — дата палӑртмалли пӗртен-пӗр меслет мар. Укҫасӑр тапхӑр та пулнӑ — пӑхӑр ӗмӗрӗ. Вӑл ӗмӗре япаласен типологийӗпе палӑртаҫҫӗ. Укҫана та ҫав меслетпех палӑртма пулать, анчах япаласемпе тӗрӗсрех палӑртма май пур. Укҫа 100-150 ҫул, 200 ҫул та халӑхра ҫӳреме пултарать. Хушпупа тухья ҫинче вӗсем паянхи кунчченех упранаҫҫӗ. Пӗр-пӗр хӗрӗн тухйи ҫинчен ӳксе юлнӑ тенкӗне тупни ҫав ял XIII ӗмӗрте пуҫланса кайнине пӗлтермест.
Мӗн каламалла-ха пӗтӗмлетсе? Ку ыитӑва тахҫанах татса памалла. Эпӗ Н.В. Фёдоров Президента тав тӑвасшӑн. Нумаях пулмасть наука конференцине килнӗ ученӑйсене хула кӑтартса ҫӳрерӗм. Вӗсем Шупашкар илемлӗ, таса пулнипе тӗлӗнчӗҫ. Вӑл авалхи хула пулнине ҫирӗплетсен тата сумлӑрах пулса тӑрӗччӗ, халӑхӑмӑр хамӑрӑн тӗп хула 750 ҫул тултарнипе мухтанӗччӗ. Эпӗ кун пирки пӗрре те иккӗленместӗп.
1950-1960 ҫулсенче Мускавра Аслӑ Пӑлхар ҫӗршывӗн хулисем пирки икӗ тӗрлӗ шухӑшлакансем пулнӑ. Ун чухне пӑлхарсен икӗ палӑкӗ ҫеҫ паллӑ пулнӑ-ха. Ку вӑл - Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа тата Патӑрьел районӗнчи Тикеш хулашӗсем. Паллӑ ученӑй П.Н. Третьяков Шупашкарта археологи тӗпчевӗ ирттернӗ. Хӑйӗн тӗп докладӗнче вӑл "Ҫак крепоҫсем Атӑлҫи Пӑлхарӑн хӗвел анӑҫ чиккисем пулнӑ, — тесе пӗтӗмлетрӗ. — Чӑваш Реслубликинче ытларах финн-угорсем пурӑнаҫҫӗ, пӑлхар чӗлхипе калаҫаҫҫӗ". Эпир XVI ӗмӗрчченхи палӑксене те чавса кӑларатпӑр. Чӑвашсен авалхи тӗн йӗркипе тунӑ масарӗсене тӗпчетпӗр. Пӑлхарсенчен пулса кайнӑ чӑвашсем ҫинчен ҫапла сахал мар пӗлтӗмӗр: вӗсен йӑли-йӗрки, пурнӑҫӗ, тавра курӑмӗ пирки паха материалсем тупрӑмӑр. Ҫӗр валсем унта халӗ те упранаҫҫӗ-ха.
1975 ҫулта эпир аттепе Тикеше пытӑмӑр. Хулаш пулнӑ пулсан, масар та пулмалла, анчах та тупма май килмерӗ. Кайран пӗлтӗмӗр: хулаш масарӗ ҫинче паянхи Тикеш ялӗ ларать иккен. Ял ҫыннисем хӑйсен пахчинче кӗмӗл япаласем тупнӑ. Пӑлхар масарӗсем питӗ пуян экспонатсемпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Атӑлҫи Пӑлхарта ылтӑн япаласем те тупаҫҫӗ. Чӑваш Республикин территорийӗнче хальлӗхе Х-ХI ӗмӗрсенчи масарсене тупман. Тикешре тӗне кӗмен чӑвашсен масарӗ тупӑнсан Чӑваш ҫӗршывӗшӗн ҫеҫ мар, пӗтӗм Атӑлҫи тӑрӑхӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӗччӗ. Тӗне кӗмен пӑлхарсен масарӗ нумаях мар. Пирӗн музейсем ҫӗнӗ, хаклӑ экспонатсемпе пуянланӗччӗҫ.
Г.И. Тафаев:
— Эпӗ В.Ф. Каховский ертсе пынӑ экспедици ӗҫне хутшӑннӑччӗ. 5 метр тарӑнӑш культура сийӗ чаврӑмӑр. 1979-1980 ҫулсенче пулчӗ ку ӗҫ. Кӗмӗл хӗрессем тупрӑмӑр. Эпӗ хам "христиансен путекне" тупнӑччӗ, унтан XVII ӗмӗрти питӗ пысӑк мастерской чавса кӑлартӑмӑр. Б.В. Каховский 6 метрлӑ культура сийӗ пирки калать. Экспонатсене йӑлтах В.ф.Каховские панӑ. Чавса тупнӑ япаласен хушшинче ХVII-ХVIII ӗмӗрсен хушшинчи пӗренесем, Чулхулари евӗр ҫулсем, япаласем, тӗрлӗ экспонат. Кайран вара пире чавма чарчӗҫ, унтан вӑл вырӑна шыв илчӗ /ГЭС тунине пула/. Пӗр пӗчӗк пай юлнӑ, анчах та ӑна тракторсем каллӗ-маллӗ хутласа таптаса пӗтернӗ. В.Ф. Каховский ун чухне ҫапла каланӑччӗ: "Манӑн тата Чулхулара чавса пӑхас килет. В.Н. Татищев усӑ курнӑ ҫул ҫыравсенче ҫапла ҫырнӑ: "1221 ҫулта Юрий Аслӑ кнеҫ хӑйӗн воеводисене ҫарпа Ока юхан шывӗпе кайса ҫӗнӗ хула /Чулхула/ ҫӗклеме хушнӑ. Унта авал вырӑссем аркатса тӑкнӑ пӑлхар хули пулнӑ..."
922 ҫулсем хыҫҫӑн Ту енчи ҫӗрсене пӑлхарсем йышӑннипе Ибн-Фадлан Пӑлхар элтеперӗпе Алмушпа пӗрле пӑхса ҫӳренӗ. Алмуш сӑварсемпе пӑлхарсене ислам тӗнне ирӗксӗр йышӑнтарма пуҫлать. Ибн-Фадлан хӑй отчетӗнче ҫапла ҫырать: "Сӑварсем, хӑйсен Вырӑс ертӳҫипе пӗрле, ислам тӗнне йышӑнма килӗшмен, виҫӗ кӳлӗ патӗнчен /Алмуш ирӗкӗнчен тухса/ куҫса каяҫҫӗ. Алмуш сӑварсене вӑйпа хӑратма шутлать. Сӑварсем, хӑйсене аркатса тӑкасран хӑраса, каялла таврӑнаҫҫӗ". Ибн-Фадлан текстӗнчен ҫакна пӗлетпӗр: пӑлхарсемпе сӑварсен пӗр пайӗ, ислам тӗнне йышӑнма килӗшмесӑр, Тӗп Пӑлхартан тухса Атӑл тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарнӑ — Чулхула патнех ҫитнӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ В.Н. Татищев ҫапла ҫырать: "Чулхула вырӑнӗнче авал вырӑссем аркатса тӑкнӑ пӑлхарсен хули пулнӑ". Ҫапла вара Чӳлхула тӑрӑхне ҫитичченех пӑлхарсен хулашӗсемпе ялӗсем вырнаҫса тухнӑ. 922 ҫул хыҫҫӑн Вӑта Сӑвар /Веда Суар/ сали те йӗркелеме пултарнӑ. В.Д. Димитриев Вӑта Сӑвар хула евӗр 1237 ҫулта йӗркеленнӗ тесе ҫирӗплетет. 1236 ҫулта Батый хан Атӑлҫи Пӑлхара килсе тапӑнсан Сӑвар хулин ҫыннисем Вӑта Сӑвара /Шупашкара/ килсе вырнаҫнӑ. Халӑх йышлӑран кунта часах ремесла мастерскойӗсем уҫӑлнӑ. Пулӑҫсемпе ремесленниксем, строительсем XIII ӗмӗрчченех кунта пулнӑ тесе шутлатӑп. Вӑта Сӑвар 750, 770 ҫул каялла ҫеҫ мар, 800 ҫул каяллах пуҫланса кайма пултарнӑ. Тӗплӗ тӗпчев ӗҫӗсем ирттермелле. ЧР Правительстви те, Н.В. Фёдоров Президент та ҫав тӗпчев ӗҫӗсене ирттерме килӗшеҫҫӗ пулӗ тетӗп. Шупашкар хули хӑҫан пуҫланса кайнин чӑн тӗрӗслӗхне пӗлмеллех. Лысковӑра, Васильсурскра, Чулхулара археологи тӗпчевӗсем ирттерсен ХI-ХII ӗмӗрсенчи япаласенчен мӗн те пулин тупӑнатех.
Татищев усӑ курнӑ пур хут та упранса юлайман. Ҫав документсем тӑрӑх IХ-Х ӗмӗрсен хушшинче пӑлхарсен купсисемпе ал ӗҫ ӑстисем Сӑр шывӗ тӑрӑх хӑпарни паллӑ. Чулхула тӑрӑхӗнчи Лысково хули авал пӑлхарсен Сундавит ятлӑ хули пулнине ҫирӗплетекен документсем те пур. Васильсурск хули вырӑнӗнче Ҫеппел /Щепель/ хули пулнӑ. Эпир, историксем, мӗн каласшӑн-ха? Пӑлхарсен хулашӗсемпе ялӗсем Чулхула таранчченех сарӑлса вырнаҫнӑ пулнӑ. Чулхула вырӑнӗнче те малтан пӑлхарсен хули пулнӑ. Мордва ученӑйӗсем Чулхула вырӑнӗнче пӑлхарсемпе мордвасем пурӑннӑ теҫҫӗ.
Шупашкар хулин ячӗ пирки тӗрлӗ шухӑш пур. Ӑна Шупашкар, Чебоксар, ӗлӗк вара Чебоксарь тесе ҫырнӑ. В.Д. Димитриев профессор хӑйӗн наука ӗҫӗсенче ӗлӗк кунта Вӑта Сӑвар хулаш пулнӑ тесе ҫирӗплетет. В.Ф. Каховский те хӑйӗн кӗнекинче Шупашкар вырӑнӗнче Вӑта Сӑвар хули пулнине ҫирӗплетекен тӗслӗхсем илсе кӑтартать. Пицыгано пӗр тӑвансем 1367 ҫулхи венециан картти ҫинче Вӑта Сӑвар тесе палӑртнӑ. 1459 ҫулта тухнӑ Фра-Мауро картти пур тата. Унта та Шупашкар хулине Вӑта Сӑвар тесе палӑртнӑ. Ҫапла вара Шупашкар хули 750, 755 ҫул каялла пуҫланса кайнӑ теме пулать. Эпӗ В.Ф. Каховский экспедицийӗ 1969-1973 ҫулсенче ирттернӗ тӗпчев ӗҫӗсен пӗтемлетӗвӗсене тӗп чӑнлӑх вырӑнне йышӑнатӑп.
Пӑлхарсем ушкӑнпа ҫӳлелле куҫнине эпир Тикеш тата Таяпа хулашӗсенченех пӗлетпӗр. Вӗсем X ӗмӗрте йӗркеленсе кайнӑ. Ҫак тӑрӑхпа ҫӳлелле хӑпарнӑ та пӑлхарсем Чулхула еннелле. Тикеш тата Таяпа хулашӗсене Раҫҫей ученӑйӗсем те тӗпченӗ, X ӗмӗрпе палӑртаҫҫӗ. Шупашкар та ҫав вӑхӑталла — X ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче йӗркеленсе кайма пултарнӑ.
Нумаях пулмасть ЧППУра "Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен цивилизацийӗ" темӑпа наука-практика конференцийӗ иртрӗ. Тутарсемпе ҫармӑссем, пушкӑртсем те пирӗн хула историйӗпе интересленеҫҫӗ.
Б.В. Каховский:
— В.Л. Егоров ҫирӗплетӗвӗ, ман шутпа, чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫулне палӑртнӑ, халь мӗн туни — ун ҫумне хушни ҫеҫ. Эпӗ хула 1237 ҫулта пуҫланса кайнӑ тесе шутлатӑп. Малтан ҫак ҫула палӑртмалла.
Е.П. Михайлов:
— Пӗлтӗр ҫӗнӗ экспедици йӗркелерӗмӗр. Кӑҫал ака уйӑхӗнче каллех пуҫларӑмӑр. Эпир хула территорийӗнчи чи авалхи масара тупрӑмӑр. XVI-ХVII ӗмӗрсен хушшинче пулса кайнӑ вӑл. Антропологи тӗпчевӗсем тума шӑмӑсене Хусана илсе кайрӑмӑр.
В.Л. Егоров тата В.Д. Димитриев Шупашкар 1237 ҫулта пуҫланса кайнӑ терӗҫ. Монгол-тутарсенчен тарса килнӗ пӑлхарсен юхан шывсен хӗррипе малтанах суту-илӳ факторийӗсем пулнӑ. Эпир тупнӑ тӑхлан пломба шӑпах ҫавна сирӗплетет те ӗнтӗ. Пломбӑна монголчченхи тапхӑрта хатӗрленӗ. Хусантан килнӗ специалистсем ҫакна ҫирӗплетсе пачӗҫ. Монгол-тутарсем тапӑннӑ хыҫҫӑн ку тӑхлан пломбӑсемпе халӑхра текех усӑ курман. Ҫапла вара Шупашкарта пӑлхарсен суту-илӳ факторийӗ пулнӑ пулсан администраци те пулнах, мӗншӗн тесен факторие сыхламалла пулнӑ, факторин хӳмисем те пулнах ӗнтӗ.
В.С. Григорьев:
— Археологи кӑтартӑвӗсем тӑрӑх экспонатсен ҫулне палӑртас ӗҫре 50, 70, 100 таранчченех улшӑнусем пулма пултараҫҫӗ. Нимӗнле техника хатӗрӗ те чӑн тӗрӗс ҫула палӑртаймасть. Ҫавӑнпа та ӗмӗр варри тесе палӑртсан тӗрӗсрех пулӗ. Монгол-тутарсем тапӑннӑ хыҫҫӑн пӑлхарсем Чулхула ҫӗрӗсем таранах тарса хӑпарнӑ. Унта вӗсем Сундавит хулине йӗркеленӗ. Ҫак тӗслӗхпе В.Д. Димитриев Шупашкарта пӑлхарсен суту-илӳ факторийӗ пулнине ҫирӗплетет. Ахӑртнех, кунта ҫурт-йӗр пулнах. Хула пулса каясси вара кунта пӑлхарсем тӑрук нумаййӑн куҫса килнипе ҫыхӑннӑ, вӗсем часах ремесла мастерскойӗсем йӗркелесе янӑ, хулари евӗр ҫуртсем тума тытӑннӑ. Ҫак вӑхӑтран пуҫламалла та. Тутар-монголчченхи тапхӑрти экспонатсем тупӑнни кунта малтан суту-илӳ факторийӗ пулнине ҫирӗплетет. В.Ф. Каховский экспедицийӗ чавса тупнӑ экспонатсем хыҫҫӑн халӗ монголчченхи тапхӑрти япаласем тупӑнни питӗ аван. Пӑлхарсем кунта вырӑнти финн-угорсемпе, ҫармӑссемпе суту-илӳ тунӑ. Ҫакӑн пек пломбӑсем пулни вӗсен чӑн-чӑн суту-илӳ культури пулнине пӗлтерет. Монголчченхи экспонатоем пӗрре ҫеҫ мар тупӑнчӗҫ. Кун пек япаласемпе, паллах, аталаннӑ хулара ҫеҫ усӑ курнӑ. Тӑхлан плймбӑна XII ӗмӗр вӗҫӗнче — XIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тунӑ.
Е.П. Михайлов:
— Пӑлхарсем Атӑл тӑрӑх суту-илӳ тунӑ. Суту-илӳ факторийӗ хальхи Введени соборӗ патӗнче пулнӑ. Ку — эпир халиччен тупнӑ чи авалхи экспонат. Кун пек экспонатсем малашне тв тупӑнни археологин ҫӗнӗ экспедицийӗсене йӗркелеме май парӗ. Чавса пӑхмалли вырӑнсем хальлӗхе пур-ха. Тата авалрах экспонатсем тупма май пур вырӑн, шел, халӗ шыв айӗнче. Ҫавӑнпа та ку вырӑнтах ӗҫлеме тивет. Эпир тупнӑ экспонатсен хушшинче ҫав тери кӑсӑк материалсем пур. Сӑмахран, чул пуртӑ. Ӑна 4000 ҫул каялла тунӑ. Балан йӑхӗсем пурӑннӑ ун чухне кунта. Вӗсем — Вӑта ҫӗр тинӗс енчи халӑхсем майлӑ йӑх. Кременьрен тунӑ материалсем те тупӑнчӗҫ. Ку чул пуртта эпӗ чи тарӑн вырӑнта тупрӑм. Шел те, Ылтӑн Урта тата монголчченхи тапхӑрсене палӑртакан уйрӑм сийсем пулмарӗҫ. Пӑлхар савӑт-сапине, вӗсен катӑкӗсене тупрӑмӑр. Пысӑк кӑкшӑм пур, ӑна XIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче хатӗрленӗ. Шел те, эпир ӑна культура сийӗнче мар, шӑтӑкра тупрӑмӑр. Вӑл унта мӗнле лекни паллӑ мар. Кӑкшӑма, ахӑртнех, Вӑтам Азирен илсе килме пултарнӑ. Ухӑ йӗппи тупрӑмӑр тата. Унӑн пуҫӗ, темле хыт япалана лексе, авӑннӑ. ХIII-ХIV ӗмӗрсенчи хӳме тупӑнсан питӗ аван пулмалла. Хӳтӗленмелли стенасем шыратпӑр. Вӗсем пулнах. XVI ӗмӗрти крепоҫе хаяр Иван ҫарӗ пушӑ вырӑнта туса лартман ӗнтӗ. Ӑна 1555 ҫулта ҫӗкленӗ. 1704 ҫулта вара вӑл йӑлтах ҫунса кайнӑ. Вырӑссен крепоҫӗн йӗрӗсене шыраса тупмалла.
Б.В. Каховский хула паллисем ремесла мастерскойӗсемпе суту-илӳ тата хӳтӗленмелли хӳмесем пулни пирки калать. Хӳмисем пулнах ӗнтӗ.
А.А. Исаев:
— Хулапа ял хушшинчи уйрӑмлӑх ӗлӗк те, халӗ те пулнӑ. Авалхи хулан чи пысӑк палли — хӳтӗленмелли хуласем тата Кремль. Хула авал ӗҫ вырӑнӗ паракан ремесла мастерскойӗсемпе, халӗ — промышленноҫ пуррипе уйрӑлса тӑрать. Ҫав паллӑсем тупӑнсан вара хула тесе ҫирӗплетме пулать. Каховскипе Краснов шӑпах ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳсем тунӑ та. Суту-илӳ факторийӗ вара сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ. Пур тавара, пуянлӑха хӳтӗлеме хӳме тумаллах пулнӑ. Тутар-монголсенчченхи тапхӑрти хӳме те пулма пултарать. Сӑвартан тарса килнӗ ҫынсем аяларах пурӑнма вырнаҫнӑ. Кунти ҫӗр рельефӗ хула йӗркелеме питӗ аван. Тӑватӑ юхан шыв пӗр вырӑна юхса кӗнӗ. Йӗри-таврари сӑртламсем ӑна хӳтӗлесе тӑнӑ. Ҫынсене пурӑнма чи меллӗ вырӑн. Кремль — ҫӳлте, сала /е хула/ ҫыннисем — аялта. Ахальтен килсе вырнаҫман ҫынсем ку вырӑна. Рельеф тӑрӑх пӑхсан вӑл ял хуҫалӑх ӗҫӗ валли юрӑхлӑ вырӑн мар. Кунта — хула пурнӑҫӗпӗ, ӗҫлӗ пурнӑҫпа, пурӑнмалли вырӑн.
В.С. Григорьев:
— Эпӗ В.Д. Димитриев профессор сӑмахӗсене ҫеҫ ҫӗнӗрен аса илтерме пултаратӑп. Хула 1237 ҫулта пуҫланса кайнӑ. Ылтӑн Урта 1236 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхара тапӑнсан пӑлхарсем чылай хушӑ хӳтӗленсе ҫапӑҫнӑ. Юлашкинчен Пӑлхар, Пӳлер, Сӑвар, Ошель, Чӗкету хулисене монгал-тугарсем тӗппипех ҫунтарса янӑ. Ҫавӑн чухне инкекрен тарса килнӗ те унти ҫынсем Шупашкара. Вӗсенчен хӑш-пӗри хальхи Владимир облаҫне ҫитиех кайнӑ, теприсем кунта юлнӑ. Ҫакна ҫирӗплетсе параҫҫӗ те археологи тӗпчевӗсем. Археологи материалӗсен хушшинче XII ӗмӗр культурин экспоначӗсем те пур: ҫӑраҫҫисем. Ялта ҫӑраҫҫисемпе усӑ курман. Ку вӑл — хула палли. Ҫӑраҫҫисемпе темиҫе ӗмӗр хушши те усӑ курнӑ. Экспонатсен хушшинче — Ылтӑн Урта тапхӑрӗнчи пӑхӑр тӗкӗр, тура. Ҫак япаласем кунта пурӑнакан ҫынсен культура шайӗ пысӑк пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Хулан ҫуралнӑ кунне пӗрремӗш хут 1969 ҫулта паллӑ тума пуҫланӑ. Шупашкар хулине вырӑс ҫул ҫыравӗсенче пӗрремӗш хут 500 ҫул каялла асӑннине палӑртнӑ. В.Ф. Каховский ҫакна хирӗҫ пулнӑ, анчах влаҫсем хӑйсен шухӑшне улӑштарман. Паллӑ археологсен темиҫе ӑрӑвӗ ӗҫленӗ тӗпчевсене шута илмеллех. Вӗсен ҫирӗплетӗвӗсене паян чӑна хумаллах. В.Д. Димитриев 2002 ҫултах ку ыйтупа Президент патне ҫыру ҫырчӗ, анчах та вӑл ҫыру Н.В. Фёдоров патне ҫитеймен.
Эпир ку ҫырӑва Ученӑйсен канашӗнче пӑхса тухрӑмӑр. В.Д. Димитриев тата 13 ученӑй алӑ пусрӗҫ. Ученӑйсен канашӗн ларӑвӗнче хула пуҫлӑхӗ Н.И. Емельянов та пулнӑччӗ. Вӑл тухса калаҫрӗ, пирӗн шухӑшсемпе паллашрӗ, ку ыйтӑва сӳтсе явма хутшӑнасса пӗлтерчӗ тата ҫак хыпарпа халӑха анлӑн паллаштарма ыйтрӗ. "Ҫынсемшӗн кӗтменлӗх ан пултӑр", — терӗ. Ученӑйсен канашӗ вара ҫапла йышӑнчӗ. Пӗрремӗшӗ: хула XIII ӗмӗрте пуҫланса кайнӑ, ҫавна майӑн йӗркелӳ ӗҫӗн планне хатӗрлемелле, малашне — наука-тӗпчев ӗҫӗсем ирттермелле. Йӗркелӳ планӗнче хулан ҫуралнӑ кунне улӑштарас тӗлӗшпе влаҫ органӗсемпе калаҫу йӗркелесси, тӗпчевсем тӗлӗшпе — археологи ӗҫӗсене малалла тӑсасси.
Калаҫӑва Л. Сачкова ҫырса илнӗ
Хыпар, 2006, ҫӗртме, 8>>


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-16 21:57:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8855 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем